
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Арча» проект ӗҫлесе кайнине пӗлтернӗ.
Ӑна уҫма видеоҫыхӑну мелӗпе Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп вулавӑшран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров, Алексий Бортсурманский ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Александрина Вигилянская хутшӑннӑ. Вӗсем вулавӑшсене ҫӗнӗ проекта ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртме суннӑ. Вӑл проекта йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварма тата ҫирӗплетме шухӑшласа кӑларнӑ.
Онлайн мелпе мероприятие ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи тӗп вулавӑшсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти вулавӑшсем хутшӑннӑ. Вӗсем хӑйсем туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫӗленсем нумай! Республикӑра ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх йышланнине палӑртнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
Иртнӗ канмалли кунсенче 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Шар курнисен йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем.
70 ҫулти арҫын утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра ураран темӗн йӗп пек чикнине туйнӑ. Вӑл пушмакпа пулнӑ-ха, ҫапах хура ҫӗлен ӑна сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм пахчара ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ вӑхӑтра хура ҫӗлене асӑрхаса ӗлкӗреймен. 30 ҫулти хӗрарӑм та ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ. Вӑл уйра хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: уйра, вӑрманта хупӑ пушмакпа, вӑрӑм шӑлаварпа ҫӳремелле, вӑрӑм курӑк хушшине кӗме тӑрӑшмалла мар, чулсем тата пӗренесем патӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫӗлене курсан тытма, хӑвалама юрамасть, лӑпкӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.
Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.
Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

Ҫӗмӗрле округӗнче М-12 ҫул ҫинче наркокурьера тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче наркотик самаях пулнӑ: 3 килограмм.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулнӑ: ФСБ ӗҫченӗсем Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна чарнӑ. Ӑна ухтарсан 3 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак арҫын преступниксен ушкӑнӗнче курьер пулса ӗҫленӗ. Вӑл Мускавра тата Калуга облаҫӗнче наркотика фасофка тунӑ, кайран Свердловск облаҫне сутма илсе кайнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗн судне ярса панӑ.

Ҫӗмӗрле округӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче пурӑнакан Мария Горланова 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Унӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл иртмен, чылай йывӑрлӑха тӳсме тивнӗ. «Ун пекки халӗ ан пултӑрччӗ», — тет кинемей.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл ҫап-ҫамрӑк хӗр пулнӑ. 17 ҫултискере вӑрман хатӗрлеме, Сӑр патне окоп чавма янӑ. Унта вӗсен ҫӗр пӳртсенче пурӑнма тивнӗ.
Вӑрҫӑ пӗтсен Мария Николаевна качча кайнӑ, мӑшӑрӗпе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун вӑл 4 мӑнукӗпе, 6 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.
Мария Горланова ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Ҫавӑнтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ.
Кинемее ҫуралнӑ кунпа саламлама администрацирен те килнӗ, «Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑпа чысланӑ.

Ҫӗмӗрле районӗнче каллех Сӑр урлӑ кӗпер хывнӑ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳремелли кӗпер кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ.
Вӑл Чӑваш Ене Чулхула облаҫӗпе тӳррӗн ҫыхӑнтарать.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр ҫийӗн хывнӑ кӗпер урлӑ ҫӑмӑл машинӑсен ҫеҫ каҫса ҫӳреме юрать тата вӗсен пассажирсемсӗр пулмалла.

Ӗнер каҫхине, 19:10 сехетре, Ҫӗмӗрле округӗнче «Улатӑр – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус арҫынна ҫапса кайнӑ. Шел те, вилмеллех.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх арҫын ҫул варрипе транспорт ҫӳренӗ май пынӑ. Авари вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 2 пассажир пулнӑ, вӗсем суранланман. Водитель ӳсӗр пулманни паллӑ — вӑл медосвидетельствовани витӗр тухнӑ.
Ҫапса кайнӑ арҫын кам пулнине тӳрех палӑртайман. Вӑл 45-50 ҫулсенчи пек курӑннӑ.

Республикӑри 3 округа 55 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа вӗсем газ тата электроэнерги парӑмӗсене татӗҫ.
Резерв фондӗнчен Улатӑр округне газ парӑмне татма 33,9 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Сӗнтӗрвӑрри округне 7,6 миллон тенкӗ парӗҫ. Ку укҫапа газ (3,3 миллион тенкӗ) тата электроэнерги (4,3 миллион тенкӗ) парӑмӗсене татӗҫ. Ҫӗмӗрле округне газшӑн тата электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татма 7,7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх,Ҫӗмӗрле округӗн «Вперед» хаҫачӗн тӗп редакторне сумлӑ ятпа чысланӑ. Анна Аношина Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Анна Аношкина район хаҫатне 2017 ҫултанпа ертсе пырать. Издательство ӗҫӗнче вӑл 2006 ҫултанпа вӑй хума тытӑннӑ. Хӑйне пултаруллӑ йӗркелӳҫӗ пек кӑтартса Анна Аношкина ертӳҫӗ должноҫӗ таран ҫитнӗ. Сӑмах май, вӑл пӗлтӗр Мускавра Владимир Путин президентӑн пресс-конференцине хутшӑннӑ.
